Тӳрре тух оправдываться / оправдаться (1. доказать свою правоту, невиновность; 2. оказаться правильным).
1. — Чиперех сухаланă-çке, — тӳрре тухма пикенет кăçал кана ĕçлеме тытăннă бригадир. И. Тукташ. Наçтуç, тӳрре тухма тăрăшса, ун пек те, кун пек те каласа сӳткеленчĕ. С. Элкер. — Эсир васкаса вырнă, сирĕн ĕç пахалăхĕ начар, — тесе тӳрре тухма пăхать Ванюк. С. Лашман. 2. Эрнерен-мĕнтен кĕмсĕртетсе аслати авăтрĕ, ярăнтарса çумăр чашлаттарчĕ, ватă чăваш сăмахĕ тӳрре тухрĕ. С. Шавли. Ламран лама çӳрекен сăмах таппи тӳрре туха пуçларĕ: Шерккей чăнласах пысăк ĕç хускатса янă иккен-ха. Н. Илпек. Ламран лама çӳрекен сăмах таппи тӳрре туха пуçларĕ. Н. Илпек.
Çавăн пекех пăхăр:
тӳрменлен тӳррĕн тӳрре кил тӳрре кӳр « Тӳрре тух » тӳрремĕн тӳррех тӳрри тӳррипе тӳрт